Элӗк районӗнчи Якунькӑ ялӗнче пурӑнакан 38 ҫулти арҫынна хӗрарӑм ҫумне ҫулӑхнӑшӑн тытса чарнӑ. Вӑл хӑйӗн арӑмӗ пулнӑ ҫын ҫумне ҫыпӑҫнӑ. Лешне ҫакӑ килӗшмен — йӗрке хуралҫисене евитленӗ.
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче арҫын Ҫӗмӗрле районӗнчи Эскетен ялӗнче арӑм пулнӑ ҫыннӑн тӑванӗ патне пырса кӗнӗ. Арӑмӗ мунчана кӗрсе кайсан вӑл ун хыҫҫӑн утнӑ. Арӑм пулнӑ хӗрарӑм ҫумне мунча пӳртемӗнче ҫулӑхма тытӑннӑ. Амӑшӗ пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнӑран хӗрарӑмӑн ывӑлӗ чупса пынӑ. Арҫын тухса тарнӑ. Анчах ӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Паян Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн директорӗ пулма Роза Лизаковӑна ҫирӗплетнӗ. Вӑл 1966 ҫулта нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнче ҫуралнӑ. 1987 ҫулта Хусанти культура институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1998 ҫулсенче 2008 ҫулсенче республикӑн Культура министерствинче тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ. Кайран тепӗр тӑватӑ ҫул министрта ӗҫленӗ. Наци вулавӑшне вӑл 2001-2002 тата 2012-2013 ҫулсенче ертсе пынӑ. Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ӑна каллех культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑлама шаннӑччӗ. Анчах министр тилхепи ӑна лекмерӗ.
Аса илтерер: чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн директорне Светлана Стариковӑна ӗҫрен хӑтарнӑччӗ. Светлана Старикова 65 ҫулта. Вӑл Наци вулавӑшӗнче 1997 ҫултанпа ӗҫленӗ, ӑна 17 ҫул ертсе пынӑ.
Чӑваш Республикинчи икӗ муниципалитеа пӗрлештерес шухӑшлӑ. Ӗнер Аслӑ экономика канашӗн ларӑвӗнче Ҫӗмӗрле районӗпе хулин ҫитес пилӗк ҫулхи аталанӑвне тишкернӗ. Унта хутшӑннисем икӗ муниципалитета пӗрлештерес шухӑшлине пӗлтернӗ.
Аслӑ экономика канашӗн ертӳҫи, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин Финанс комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков районпа хулана пӗрлештерес шухӑш вырӑнти пуҫлӑхсемпе тата предприяти ертӳҫисемпе калаҫнӑ май ҫуралнине пӗлтернӗ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев та ку шухӑша ырлать.
Ыйтӑва татса париччен ӑна вырӑнти халӑхпа тӗплӗн сӳтсе явмалла.
Чӑваш Енре «Мускав – Чулхула – Хусан» маршрутпа хӑвӑрт ҫӳремелли ҫул тӑвас енӗпе ӗҫлекен оперативлӑ штаб ҫирӗплетнӗ.
Асӑннӑ ушкӑн ӗҫне йӗркелесе тӑрассишӗн республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви яваплӑ тесе палӑртнӑ. Оперативлӑ штаба республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи ертсе пырӗ. Унӑн ҫумӗ пулма транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрне шаннӑ. Ӗҫлӗ йыша хамӑр регионти тӗрлӗ министерствӑпа ведомство ертӳҫисене кӗртнӗ. Хӑвӑрт ҫӳремелли ҫул иртекен районсен: Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Ҫӗмӗрле, Тӑвай – администрацийӗн пуҫлӑхӗсем оперштаба кӗнӗ.
Наци телекуравне тата «Тӑван радиона» Чӑваш Енре ытларах та ытларах ҫын курма, итлеме пултарӗ. Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Наци телерадиокомпанийӗ Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк ялӗнче радиопередатчик ӗҫлеттерме пуҫланӑ.
Унта Наци телекуравӗпе «Тӑван радио» тест режимӗнче юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Халӗ радиокӑларӑмсене Комсомольски, Патӑрьел районӗнчи ҫынсем те итлеме пултараҫҫӗ.
Иртнӗ ҫул «Тӑван радио» Шӑмӑршӑ, Улатӑр, Патӑрьел, Ҫӗмӗрле, Йӗпреҫ районӗсене ҫитнӗ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен ҫӗнӗ перадатчиксем Муркаш, Тӑвай, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче ӗҫлеме пуҫлӗҫ.
Маска тӑхӑнман ҫынсене мобильлӗ ушкӑнсем ятарлӑ приложенире шута илсе пыраҫҫӗ. Йӗрке пӑсакансене шута илме Чӑваш Енри IT-специалистсем пӗрлехи тытӑм хатӗрленӗ.
«Мобильлӗ ушкӑнсен маршрутне вырӑнти пуҫлӑхсем йӗркелеҫҫӗ. Йӗркене пӑсакансене тупса палӑртсан ятарлӑ приложенире шута илме, сӑн ӳкерчӗксем вырнаҫтарма пулать. Ҫавӑ судра усӑ курма та кирлӗ», — тесе ӑнлантарнӑ Чӑваш Ен информаци политикин министрӗ Михаил Анисимов.
Мобильлӗ приложенипе пурин те ӗҫлеме тӑрӑшмалла. Лайӑххипе Етӗрне, Красноармейски районӗсене, Улатӑр, Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене палӑртнӑ, начаррипе — Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Комсомольски районӗсене тата Ҫӗмӗрлепе Канаш хулисене.
Паян Шупашкарти Пӑр керменне хура тар тӑкса хура ҫӑкӑр туса илекенсене професси уявӗпе саламлама пухӑннӑ. Ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансен кунне палӑртма ял хуҫалӑх продукцине тирпейлекенсем те ҫитнӗ.
Унччен вара отрасль ӗҫченӗсенчен пӗрисене: чи сумлисене, чи хисеплисене, чи тивӗҫлисене — республикӑн Правительство ҫуртне йыхравланӑ. Йышра уй-хирте вӑй хуракансем те пулнӑ. Сӑмахран, Комсомольски районӗнчи «Труд» хуҫалӑхри Минрешит Тимергалеев. Вӑл 40 ҫул ытла трактористра тӑрӑшать. Агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗ, Ҫӗмӗрле районӗнчи «Приволье» тулли мар яваплӑ обществӑн (ӑна «Ольдеевская» хуҫалӑхра ӗҫленипе те чылайӑшӗ пӗлет) пуҫлӑхӗ Евгения Беликова хӑйӗн кӗске сӑмахӗнче Чӑваш Ен тата чӑваш ялӗ аталантӑр, эпир ҫавӑншӑн пӗрле ӗҫлер тесе палӑртса хӑварнӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Правительствинче «Мускав — Чулхула — Хусан» автоҫула тӑвас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
«М-12» ҫул пирӗн республикӑри Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш, Тӑвай районӗсем урлӑ иртмелле. Пирӗн регионта унӑн тӑршшӗ 98 ҫухрӑмпа танлашӗ. Ҫула 2024 ҫулхи ҫур-кунне туса пӗтерме ӗмӗтленеҫҫӗ.
Ҫул-йӗр тӑвас ыйтупа яваплисем ӗҫе кӳлӗннӗ ӗнтӗ. Ятарлӑ дирекци йӗркеленӗ. Халӗ территорие планлас енӗпе кирлӗ хутсене хатӗрлеҫҫӗ.
Машинӑсем пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳремеллискер «Европа — Хӗвеланӑҫ Китай» ҫулӑн пӗр пайӗ пулӗ.
Ҫунана ҫулла, урапана хӗлле хатӗрлемелле. Паян ҫакӑн пирки «Газпром межрегионгаз Чебоксары» организаци ертӳҫи Кияметдин Мифтахутдинов аса илтернӗ. Вӑл журналистсене пресс-конференцие пхнӑ. Унта газ укҫипе парӑмлисем пирки сӑмах хускатнӑ.
Ӑшӑпа тивӗҫтерекен организацисен компани умӗнче парӑмлӑ тесе пӗлтерет пресс-конференцие хутшӑннӑ Валентина Багадерова журналист. Элӗк, Вӑрнар, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне районӗсен тата Улатӑр, Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенче парӑм виҫи уйрӑмах пысӑк иккен.
Ҫитес ҫул Республика кунне Ҫӗмӗрле районӗнче уявлӗҫ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николав ятарлӑ хушу кӑларнӑ. Унта каланӑ тӑрӑх, республикӑмӑрӑн ҫуралнӑ кунне 2021 ҫулта Шупашкарта тата Ҫӗмӗрле районӗнче уявлӗҫ. вырӑнти инфраструктурӑна хӑтлӑлатма муниципалитета (сӑмах Ҫӗмӗрле районӗ пирки пырать) укҫа пама шантарнӑ. Ку ӗҫшӗн явапли — республикӑн Правительстви яваплӑ. Мероприятисен планӗ пирки те Министрсен Кабинечӗнех пуҫ ватмалла.
Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем валли те ӗҫ пур. Вӗсен Республика кунне халалласа тӗрлӗ мероприяти, ҫав шутра Акатуйсемпе Сапантуйсем те, ирттермелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 737 - 739 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Владимир Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчакова Светлана Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |